Чăваш Республикинчи нумай ачаллă 1308 çемье тÿлевсĕр çĕр участокĕ вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификата илнĕ. Çак тĕллевпе бюджетран пурĕ 259,2 млн тенкĕ уйăрнă. 1042 çемье сертификатсемпе усă курнă та ĕнтĕ.
Аса илтеретпĕр: Чăваш енри нумай ачаллă çемьери ашшĕ е амăшĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре тăрать пулсан, тÿлевсĕр çĕр участокĕ вырăнне пĕр хутчен паракан укçа-тенке суйлама ирĕк пур. Тÿлев виçи 250 пин тенкĕпе танлашать. Ăна социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрта илме пулать. Заявление вара вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен администрацийĕсенче тăратмалла.
Январь 2026 |
