Заявкăсем йышăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:17 Просмотров: 6

Чăваш енре «Земство учителĕ» программăна хутшăнма кăмăл пуррисенчен заявкăсем йышăнма пуçланă. Федераллă программа «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регионта ăнăçлă пурнăçланать. 2020 çултан пуçласа ялсемпе пĕчĕк хуласенчи шкулсене пурĕ 40 учитель ĕçлеме килнĕ.

Кăçал «Земство учителĕ» программăпа 16 специалист ĕçе вырнаçма пултарĕ. Программăна хутшăнакансен ялта е 50 пин çын таран пурăнакан хулара 5 çул ĕçлемелле. Вĕрентÿ организацийĕпе килĕшĕве ал пуснă хыççăн педагог 1 млн тенке тивĕçĕ. Çавăн пекех хушма пулăшу мерисем те пур: пурăнмалли кĕтес тара тытнине тата коммуналлă тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Унсăр пуçне çамрăк учительсене оклад çумне хушса тÿлеççĕ. Палăртмалла, программăна хутшăнакансен 55 çултан кĕçĕнрех пулмалла.

Актуаллă вакансисене тата заявка памалли формăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин официаллă сайтĕнче тупма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика