Чи маттуррисене хавхалантарма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:18 Просмотров: 8

Яллă вырăнсенче те культура пурнăçĕ интереслĕ те тулли пулмалла. Çак тĕллев республикăн ку тытăмне аталантарас программăра та чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри.

2026 çулта, акă, Чăваш ен Правительстви чи лайăх культура учрежденийĕсене тата вĕсен ĕçченĕсене хавхалантарма 3 млн тенкĕ ытла яма палăртать. Çакăн çинчен хушăва Сергей Артамонов премьер-министр алă пусса çирĕплетнĕ.

Чăваш ен Культура министерстви ирттернĕ конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2,25 млн тенке 15 культура учрежденине тĕрев пама уйăрĕç, 825 пин тенкĕ - чи маттур 11 ĕçчен валли хавхалантару вырăнне.

Пĕтĕмĕшле правительство йышăнăвĕпе уйăракан укçа-тенке 18 округ илĕ. Çак пулăшуран, каламалла, субсидисен чи пысăк калăпăшĕ пирĕн Вăрнар округне тивĕçет - 375 пин тенкĕ. Çавăн пекех нумайрах субсиди илекенсен йышĕнче - Йĕпреç, Комсомольски, Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шăмăршă округĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика