Депутат пулăшнипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:18 Просмотров: 6

Ырă хыпар: вăрнарсен пуçаруллă проекчĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрĕç. Асилтеретпĕр, пĕлтĕр РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева округра ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă май çынсене йышăннă. Ял тăрăхĕсенчи хастарсем пуçаруллă проектсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те çĕкленĕ.

Акă Упнер округĕнчен суйланнă депутат Александр Шашкаров та пулнă ун чухне йышăнура. Вăл пуçаруллă проектсене ĕçе кĕртме пулăшма ыйтнă. Çирĕплетнĕ тăрăх, çак территори пайĕнчи хастарсен ушкăнĕ хатĕрленĕ 12 проектран уйрăмах пĕлтерĕшлисем иккĕ: Упнерти Астăвăм паркне тата Хапăсри масара хăтлăх кĕртесси.

Пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕн председателĕ Иван Яковлев та халăх шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Чăрăшкас Мăрата кĕнĕ çĕрте стела тăвас тата Кульцав урамĕнчи пĕвене хăтлăх кĕртес ыйтусене çĕкленĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева вăрнарсен шухăш-кăмăлне тĕплĕн итленĕ, ыйтусене татса парас тĕлĕшпе Чăваш ен правительствин председателĕпе Сергей Артамоновпа тата Андрей Макушев вице-премьерпа тĕл пулса калаçнă. Проектсене ырланă, вĕсене пурнăçлама 14 миллион тенкĕ уйăрнă.

- Çуркунне объектсенче тĕл пулăпăр, пĕрле нумай ĕç тума пулать, - тенĕ Алла Леонидовна.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика