Çулталăк пуçламăшĕ - унчченхи çулхи çитĕнÿсене пĕтĕмлетсе малашлăх ĕçсене палăртмалли вăхăт. Çитес тапхăрти тĕп тĕллевсен шутне вара республика çыннисен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси те çивĕччĕн тухать.
Шăпах çакăн пирки - халăхăн пурнăçпа ĕç-хĕл хăрушсăрлăхĕ çинчен - калаçнă та республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусем тĕлĕшпе тимлекен министерство ертÿçи Сергей Павлов ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче. Чи малтанах - çынсем пурăнакан вырăнсене пушарсенчен хÿтĕлесси тата инкексен хисепне чакарма мерăсем йышăнасси, çăлавçăсен техника паркне пуянлатасси пирки.
Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш ен МЧС-ĕ пĕлтĕр пушар хуралĕн республикăри подразделенийĕсене аталантарассипе «çул-йĕр карттин» тĕп задачисене пурнăçланă. Сăмахран, виçĕ тăрăхра çĕнĕ пушар посчĕсене уçнă: Çĕрпÿ, Муркаш тата Сĕнтĕрвăрри округĕсенче. Иртнĕ çул хальхи йышши пилĕк пушар машини тата виçĕ служба автомобилĕ туяннă. Пĕтĕмĕшле вара юлашки ултă çулта 24 пушар машини илме 350 млн тенкĕ ытла янă. Кăçалхи планра - çулсем япăх вырăнсене те кĕме пултаракан тепĕр тăватă автоцистерна тата тепĕр единица оперативлă техника туянасси.
2026 çулта çавăн пекех «çул-йĕр картти» йĕркипе пушар чаçĕсен тепĕр виçĕ уйрăм постне те туса хума палăртнă. Планпа килĕшÿллĕн вĕсенчен пĕри пирĕн округри Туçи Çармăс ялĕнче пулмалла. Çакă та пушар хăрушсăрлăхне пахалăхлăрах тивĕçтерме май парать. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен уйрăмĕсем çывăхрах пулни, инкек-тем тухас-тăк, пулăшăва хăвăртрах çитме, инкек сиенне чакарма пĕлтерĕшлĕ. 2027 çулта та кунашкал подразделенисене тата республикăри тепĕр виçĕ ялта йĕркелесе уçма планланă, вăл шутра - Кульцав салинче те. Çавăн пекех 2026-2027 çулсенче муниципалитетсем аякри ял-саласенче ирĕклĕ 26 пушар команди те туса хурĕç. Çакă та çăлавçăсем инкек вырăнне çитекен вăхăта самай чакарĕ.
Ирина ПЕТРОВА
Январь 2026 |
