Ырă ĕçĕ - ывăлĕ ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:19 Просмотров: 6

Паян сире тĕлĕнмелле ырă чĕреллĕ çынпа паллаштарас килет. Вăл - Кив Шуртанти Валентина Арсентьева.

Унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ, Артем, ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрăн пуçне хунă. Тем пек йывăр пулсан та амăшĕн чĕри хытман. Пачах урăхла - вăл ывăлĕн ырă ятне сыхласа хăварас тата паян ун пекех хастар çапăçакан салтаксене хавхалантарас тесе ырă ĕçе хутшăнма май тупнă.

Кашни кунах Валентина Николаевна алла йĕппе çип тытать, çекĕл хыççăн çекĕл хушса ăшă нускисем çыхать. Вĕсем ахаль нускисем мар, амăшĕн хÿтлĕхĕн тата кĕллин символĕ пулса тăраççĕ. Кашни мăшăрне юратупа ăшăлăх хывать.

Пĕтĕмпе вăл 30 мăшăр нуски ăсатнă. Сурăх çăмĕпе ăна икĕ сыпăкри пиччĕшĕ Леонид Петрович Данилов тивĕçтерет. Маттур хĕрарăм ăна хăех арлать, пĕтĕрет.

Салтаксене Валентина Николаевна хăйĕн ывăлĕсем пекех йышăнать. Çавăнпа та вĕсенчен ăшă сăмахсем илсен савăнать. «Сирĕн нускисенчен анне тата тăван кил шăрши кĕрет», - ытарлăн çыраççĕ фронтран. Тĕрĕссипе, сурăх çăмĕнчен çыхнă нускисем чăнахах та пахарах, ăшăрах.

Анчахрах вăл хÿтĕлевçĕсем валли коробка та хатĕрленĕ. Унта нускисемпе пĕрле кофе, сахăр, чей хунă. Салтаксем патне вăл «ZOV Вурнары» ыркăмăллăх фончĕ урлă çитĕ.

Иртнĕ çул Кив Шуртанта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа лартнă палăк çумĕнче Мухтав аллейине те уçнă. Унта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсен сăнĕсене те вырнаçтарнă. Валентина Николаевна мăшăрĕпе, юлташĕсемпе кашни çил-тăман е вăйлă юр хыççăн палăк территорине тасатсах тăраççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика