Наци проекчĕсем пулăшнипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:20 Просмотров: 6

«Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» нацпроект аграри наукипе технологисене аталанма тĕрев парать. Çĕршывĕпех агроклассем уçăлаççĕ, агропромышленность комплексне çамрăк специалистсем ытларах та ытларах килеççĕ.

Тухăçлă ĕçлени çĕршывăн апат-çимĕç базине çирĕплетет. Кăçал Раççейре çак нацпроекта пурнăçлама 19,8 млрд тенкĕ уйăрĕç.

ххх

Шупашкарти перинаталь центрĕ чылай ыйтăва татса парать. «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул учрежденине 197 çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă. Çав шутра дефибрилляторсем, ÿпкене искусствăлла вентиляци тумалли аппаратсем, анестезиологи мониторĕсем, инвузи насусĕсем, функционаллă краватьсем тата ыттисем пур. Çапла вара амăшĕсемпе тин çуралнă пепкесене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме майсем çителĕклĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика