Вăрнарта та уçăлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:20 Просмотров: 6

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра анчах çуралнă тата 3 çулчченхи шăпăрлансене кирлĕ хатĕрсен тÿлевсĕр прокат пункчĕсем ĕçлеме пуçларĕç.

«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрнарти халăха социаллă пулăшу паракан центрта та çакăн пек пункт уçăлнă.

Проект йывăр пурнăç лару-тăрăвне лекнĕ çемьесене пулăшас тĕллевлĕ. Нумай ачаллă, çамрăк, сахал тупăшлă çемьесем е пĕччен ашшĕ-амăшĕ прокат пунктĕнче пепкисем валли кирлĕ таварсене вăхăтлăха илме пултараççĕ. Ку çемье бюджетне самаях перекетлеме май парать.

Прокат пункчĕн ассортиментĕнче ачана пăхма кирлĕ мĕнпур хатĕр пур: ача-пăча кравачĕсем, кÿмесем, манежсем, автокреслăсем, çунасем, шыва кĕртмелли ваннăсемпе апат çитермелли пукансем. Вĕсене 6 уйăх таран проката илме пулать. Вăхăт иртсен каялла тавăрса памалла. Япаласене тасатса сиенсĕрлетнĕ хыççăн тепĕр çемьене параççĕ.

Вăрнарти пĕрремĕш çемьесем ку тивĕçтерÿпе усă курнă та ĕнтĕ. Вĕсем пысăк укçа тăкакламасăрах хăйсене мĕн кирлине илме май пурри питĕ меллине палăртнă, прокат пунктне уçнишĕн тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика