«Пехет» агромаркетра ветеринари эрни старт илнĕ. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен хăнасем çимĕçсен пахалăхĕ пирки эксперт пĕтĕмлетĕвне пĕлме пултараççĕ.
Укçа-тенкĕ тÿлес çук. Çавна май аш-какая, сĕт-çăва, çăмартана, пахчаçимĕçе е улма-çырлана ятарлă тĕрĕслев пунктне илсе килмелле.
Чăваш ен патшалăх ветслужбин специалисчĕсем те кил хуçалăхĕсенчи тата ял хуçалăх организацийĕсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхас тата апат рационне пуянлатас енĕпе тÿлевсĕр консультаци ирттереççĕ. Чир-чĕртен сыхланас енĕпе сĕнÿсем, вакцинаци пирки тĕплĕ хуравсем илме пулать.
Программăпа килĕшÿллĕн вăйăсем, викторинăсем йĕркелеççĕ, парнесем выляттараççĕ.
Хамăр инф.
Январь 2026 |
