Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсем пирĕн округра паллă пулăмсемпе çырăнма ĕлкĕрчĕç. Акă, Çĕньял Хапăсри модельлĕ библиотекăра çамрăксене канашламалли вырăн ?ТОП% уçăлчĕ. Кунашкал вырăнсем унччен Вăрнарти тĕп тата Çĕрпелти библиотекăсенче уçăлнăччĕ.
Палăртмалла, çамрăксемшĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кунта пĕр-пĕринпе канашлама, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме, сĕнÿсем йышăнма пултараççĕ.
Ку территорие çамрăксем хăйсем йышăннă тăрăх «Пирĕн гектар» ят пачĕç. Модельлĕ библиотека яллă тăрăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ - çĕнелнĕ объектра ял хуçалăх темине пысăк вырăн уйăрнă.
Библиотекăра çак кун çамрăксем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсене Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова саламларĕ. Çамрăксем яланах çĕнĕ ĕмĕт-шухăшсемпе пуян, вĕри чĕреллĕ пулнине, кирек хăш ĕçе те вăр-вар тунине палăртрĕ.
Кăшарни уявĕ умĕн пухăннă май, библиотекăра кăсăклă мастер-класс иртрĕ. Ăна Людмила Порфирьева педагог йĕркелерĕ. Пухăннисем кĕнекене хумалли хăйсем ÿкерсе илемлетнĕ закладкăсем хатĕрлерĕç. Кашнин вăл хăйнеевĕрлĕ пулса тухрĕ. Ÿкерчĕк çинче – ирхи шăранса тухакан хĕллехи хĕвел ытамĕнчи чиркÿ. Çамрăксем хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе кăмăллă юлчĕç.
«Пирĕн гектар» ятлă çамрăксен вырăнĕ малалла та ÿстĕр, чечеклентĕр, тухăçлă çимĕçсем патăр! Тата чи хăюллă сĕнÿсен вырăнĕ пулса тăтăр!
Елена АНИСИМОВА
Январь 2026 |
