Ÿстерме йышăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:22 Просмотров: 6

Тăван çĕршыв интересĕсене çапăçу хирĕнче хÿтĕлекенсен чыс-хисепĕ çÿлте пулмалла. Вĕсем - çĕршыв паттăрĕсем, хăйсене шеллемесĕр пурин тăнăçлăхĕшĕн кĕрешекенсем. Çавна май ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисене, вĕсен çемйисене тĕрев парасси республикăра та тĕп ыйтусенчен пĕри. Çĕнĕ çултан ку пулăшу мерисене татах та вăйлатма палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, акă, çар ретне тăма контракт çыракансене пĕр хутчен паракан регионаллă тÿлеве 2,1 млн тенкĕ таран ÿстерме йышăннине пĕлтернĕ. Федераллă тÿлевсемпе пĕрле шута илсен пĕтĕмĕшле сумма 2,5 млн тенкĕпе танлашĕ. Ку укçа-тенкĕпе кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 31-мĕшĕччен контракт çыракансене тивĕçтерĕç.

Каламалла, республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсене тата вĕсен çемйисене пулăшу кÿрес тĕллевлĕ мĕнпур мерăсем туллин пурнăçа кĕреççĕ. Çав шутра - медицина тивĕçтерĕвĕ, психологи пулăшăвĕ енĕпе, служба хыççăн ĕçе вырнаçтарас программăпа тата ытти пуçарусем тĕлĕшпе. Чылай пулăшу тĕсĕ, сăмахран, СВО участникĕсене мирлĕ пурнăçа хăвăртрах хăнăхма пулăшассипе те çыхăннă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика