Кăтартусемпе - малта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:23 Просмотров: 6

Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕнче пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе ытларикун оперативлă лару иртрĕ. Вăрнар тата Элĕк округĕсенче йĕрке хуралĕнче тăракансем мĕнпур подразделенисен кăтартăвĕсене уйрăммăн тишкерсе пăхса тухрĕç.

Граждансен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлессипе, обществăлла йĕркепе хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе, преступленисене асăрхаттарассипе тата ытти енĕпе коллектив мĕнле тăрăшнипе полици пайĕн пуçлăхĕ Руслан Минуллин паллаштарчĕ. Отчетлă докладра вăл мĕнпур службăсен çитĕнĕвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Вăрнар полицейскийĕсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин оперативлă пай пуçлăхĕ полици полковникĕ Иван Балакин та хутшăнчĕ. Вăл шалти ĕçсен органĕсен хаклав кăтартăвĕсемпе «Вурнарский» пай республикăри рейтингра малта пынине палăртрĕ. Ларăва çавăн пекех Вăрнар тата Элĕк округĕсен прокурорĕсем те хутшăнчĕç.

Полицин «Вурнарский» пайĕн служба кăтартăвĕсем пирки тĕплĕнрех - хаçатăн çитес номерĕнче.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика