Чи маттуррисене - наградăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:23 Просмотров: 7

Компьютерпа технологи ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулсан та пичет кăларăмĕсемсĕр те май çук. Чылайăшĕ хаçат-журнала юратса вуланине çирĕплетет. Иртнĕ шăматкун Шупашкарта Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене халалланă уяв пулнă.

Калемçĕсене професси уявĕсемпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева тата ытти влаç органĕсенче, общество организацийĕсенче тăрăшакансем ăшшăн саламланă.

Медиасфера анлă. Олег Николаев суя ?фейк% хыпарсем те сахал маррине, çавăнпа та тимлĕрех пулмаллине палăртнă. Уйрăмах ятарлă çар операцийĕ тавра калаçу тĕрлĕрен. Акă, хăшпĕр интернет-çăлкуçсем ырă мар шухăшсемпе обществăна, çамрăк ăрăва чăнлăхран пăрма тăрăшни те лайăхах сисĕнет.

«Сирĕн ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк. Эсир республикăра пурăнакансене регион, çĕршыв пурнăçĕпе оперативлă паллаштаратăр кăна мар, чи кирли - вĕсен шанăçне йĕркелетĕр. Шăпах çакă çынна тĕрĕс çăлкуçран информаци илме пулăшать те», - тенĕ Олег Алексеевич.

Уявра республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, ĕç коллективĕсем пирки ырă сăмахсем каланă. Вĕсене чăваш журналистикине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, вулакансене тĕрĕс те кирлĕ хыпар-хăнарпа тивĕçтерес тесе тимленĕшĕн, Чăваш ен, округсен аталанăвне тĕплĕн çутатнăшăн тав тунă.

Хальхи саманара округсен хаçачĕсен пĕлтерĕшĕ те витĕмлĕ пулнине палăртнă. Журналистсем ят-сумра. «Сирĕн ĕç кăткăс. Вăл-ку округ спецификине шута илсе чи кирлине уйăрмалла. Хаçат шанчăклă пултăр тесе тăрăшатăр. Вулакансем сирĕн материалсене хапăлласах кĕтеççĕ», - тенĕ Алла Леонидовна калемçĕсем пирки.

Маттуррисем Пичет кунĕнче журналистикăри пултарулăхшăн савăнăçлă лару-тăрура тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторне Светлана Чикмяковăна Тав хучĕпе тата асăнмалăх сехетпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Тав çырăвĕпе чысланă.

Медиасферăра пултаруллă ентешсем татах пур. Кĕçĕн Кипекре çуралса ÿснĕ, халĕ Красноармейски округĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçат редакторĕнче тăрăшакан Валентина Багадерова та ят-сумра. Вăл РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван тата «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Тепĕр ентеше - «Чувашия» издательствăпа полиграфи комплексĕнче ĕçлекен Гузелия Харитоновăна та савăнăçлă лару-тăрура чысланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика