Кама кансĕрленĕ-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:32 Просмотров: 6

Иртнĕ çулла Вăрнарти Севернăй тăкăрлăкри 6-мĕш тата 6-мĕш А çуртсем умĕнче хитре спорт площадкисем уçрĕç. Территорие хăтлăх кĕртрĕç. Тротуарсем анлă, çÿреме меллĕ. Ун тăршшĕпех, пур еннелле каякан утма çул хĕррипех, илемлĕ çÿп-çап контейнерĕсем вырнаçтарчĕç.

Анчах та хăшпĕр çынсен хăтланăвĕ ытла та тĕлĕнтерет. Малтанах хăшпĕрисем вĕсене çавăра-çавăра тăккаларĕç. Анчах çулталăк вĕçĕнче 7-мĕш садик çывăхĕнчи тротуар кĕтессинчи контейнера çĕмĕрчĕç. Ăна авса, хуçлатса пайланă.

Нумаях пулмасть вара тата тепĕр контейнера аркатнă. Ăшне тем персе сирпĕтнĕнех туйăнать. Тĕпĕ тухса ÿкнĕ. Тавралла вара çÿп-çапĕ тăкăнса йăванать.

Темшĕн-çке туса панине упрама пĕлместпĕр. Кама кансĕрленĕ-ши çак контейнерсем...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика