Çийĕнчех тимлĕхе илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:33 Просмотров: 7

Раççей Следстви комитечĕн ертÿçи пирĕн округри Калинино салинче çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăсни çинчен информаципе уголовлă ĕç пуçарма хушнă-мĕн. Çакăн çинчен республикăри Следстви управленийĕ хăйĕн официаллă каналĕсенче пĕлтерчĕ.

Палăртнă тăрăх, саккунсене пăхăнманнине хыпарлакан информаци социаллă сетьре сарăлнă. Тасатакан сооруженисем кирлĕ пек ĕçлеменрен канализацин каяш шывĕсем тавралли çĕр çине тухаççĕ, çав шутра - Мăн Çавал юханшывне те, тенĕ унта. Çакă вара шыв-шурсем сиенлĕ япаласемпе вараланасси патне илсе çитерет. Граждансем ку ыйтупа тĕрлĕ инстанцисене çитни результат паман-мĕн.

Каламалла, ку информаци тĕлĕшпе Следстви управленийĕ процессуаллă тĕрĕслев йĕркеленĕ. Раççей Следстви комитечĕн председателĕ Александр Бастрыкин республикăри управлени ертÿçине Александр Полтинина уголовлă ĕçе мĕнле тишкерни, ун кăтартăвĕсем пирки доклад тăратма хушу панă. Ку хушу пурнăçлавĕ ведомствăн тĕп аппаратĕнче тĕрĕслевре шутланать.

Социаллă сетьсенче Калининăри тасатакан сооруженисен тивĕçтермен ĕçĕ пирки информаци тухни Вăрнар округĕн администрацийĕ енчен те тимлĕхсĕр юлмарĕ. Округăн Телеграмри официаллă каналĕнче, акă, йышăннă мерăсем çинчен çапла пĕлтернĕ:

«Палăртнă тăрăх, сооруженисен пахалăхсăр ĕçĕн сăлтавĕ - канализаци насус станцийĕнчен каякан пилĕк метр тăршшĕ, çĕр айĕнче икĕ метр тарăнăшĕнче вырнаçнă трасса юсавсăрлăхĕ. Пăрăхсем кивелсе çĕрĕшнĕ, тулса ларнă, çавна май шывсем юхма тытăннă.

Юсавсăрлăха оперативлă сирес тесе каяш шывсене вăхăтлăх çĕр çийĕнчен тÿрех çăла яма йышăннă.

Подрядчик çийĕнчех сетĕн кал-кал ĕçне йĕркелессине пуçăннă. Январĕн 12-мĕшĕнче çĕре уçса-чавса тухнă, кивĕ пăрăхсене кăларса çĕннисемпе ылмаштарнă. Çапла майпа, çивĕч ыйтăва ăнăçлă сирнĕ, тавралли çутçанталăка варалассине асăрхаттарнă. Мĕнпур инженери коммуникацийĕсене малалла та тимлĕхрех тытăпăр».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика