Юлашки çулсенче ăшă хĕлсене хăнăхрăмăр та, хальхи вара чăннипех хĕллехи çанталăкпа савăнтарать. Шартлама сивĕпе те чăтăмлăха тĕрĕслет, çил-тăманĕ те хушшăн-хушшăн вăйлах вĕçтерет. Хĕл илемне юратакансемшĕн - чăн-чăн ырлăх!
Юрĕ пухăнни уй-хирсенчи пулас тухăçшăн лайăх-ха... Анчах урамсемпе çулсене хÿсе лартни - вĕсене асăрхаса тăракансемшĕн хĕрÿ ĕç. Вăй хумалли вара вĕсен кăçал сахал мар.
Хăшĕ-пĕрисем, акă, хăйсен тăрăхĕнче çулсене тасатса тăнипе кăмăлсăррине илтме пулать. Пирĕн, Мăн Турхан территори пайĕнче пурăнакансен, вара пăшăрханма сăлтав çук. Пачах урăхла - çул-йĕре тирпейлĕ, тип-тикĕс хырса тăнипе питĕ савăнатпăр, ĕçлекенĕсене чунтан тав тăватпăр.
Çакăн пек маттур та яваплă тăрăшакансем вара - Кăмашри Александр Григорьевпа Чăрăшкас Мăратри Владислав Семенов. Икĕ хастар сакăр ялта урамсене тасатассипе тимлеççĕ. Юрĕ вĕçтерме тытăнсанах вĕсем тытса пыракан ДТ-75 çулсем çине тухнине курма пулать. Вăхăтра кăна мар, ĕçне вĕсем питĕ пахалăхлă тунине те палăртас килет. Урамсенчи çула яп-яка, анлă хыраççĕ. Яла кĕрсе çÿреме ырă. Çанталăкĕ пĕр вăхăт лăпкă пулнипе усă курса, акă, çулсем çине лартасран хĕррисемпе «хÿтĕлев полосисем» туса хурассипе те тăрăшрĕç. Чăннипех маттур та çивĕч ĕçченсем!
Пирĕн тăрăхра çул-йĕре Александр Григорьевпа Владислав Семенов пăхса-асăрхаса тăнипе эпир питĕ кăмăллă. Вĕсене халăхшăн яваплă вăй хунăшăн тавах, мĕнпур ĕçĕ-пуçарăвĕ яланах ăнăçса пытăр.
Ял çыннисем
Январь 2026 |
