Çанталăк, тĕлĕнеп кăçал,
Уççи-хуппи çук пĕлĕтре.
Ĕнер те юр, паян та вăл
Иртен ирех юхать çÿлтен.
Атте кил-çурчĕ шап-шурах
Пÿрт çийĕ таранах.
Çаплаччĕ ман ачалăхра,
Юр тарăнччĕ чăнах.
Сыраттăмăр йĕлтĕр тавра
Кантра - вара çырми-çатри
Хыçа юлатчĕ, шеп ума
Тухса тăратчĕ шкул карти.
«Лыжня» çинче вуншар ача
Чупаççĕ ăмăртса.
Сăмса шывне шăлма вара
Май çук - туя алра.
Ачалăхпа шкул çулĕсем
Тухаççĕ куç умне.
Унта туссем, хĕр-юлташсем,
Яшсем-комсомолсем.
Стенгазетсем те конкурссем,
Турнирĕ, вăйăсем.
Таш ташлани, юрланисем,
Тимур командисем.
Кĕтеттĕмĕр Çĕнĕ çула,
Юр Пикепе Хĕл Мучине.
Сип-симĕс чăрăш уявра
Чĕнетчĕ хăй патне.
Парне илме хут хутаçне
Майлаттăмăр кашни.
Мучи умне тăрса пĕрле
Юрлаттăмăр чунпа...
Ăçта халь эс, ачалăхăм/
Ăçта эсир, туссем/
Хăрах куçпа хăть пăхăттăм -
Хыçра çав вăл çулсем...
Тĕлейлĕ пултăрччĕ ку çул.
Вут-çулăмлă Лаша,
Илсе килсем вăрăм кун-çул
Кашнин валли кăçал.
Январь 2026 |
