Кăпăш юр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:34 Просмотров: 88

Кăпăш юрĕ çĕрле çурĕ,

Илтрĕм, юр пĕрчи вĕçет.

Шурă çунатне вăл сарчĕ -

Килкарти, урам çиçет.

Кăшт хырсем те пăшăлтатрĕç,

Алă çупрĕç йĕпписем.

- Кивĕ Çĕнĕ çул-çке çитрĕ!

Савăнăç паян, туссем!

Икĕ йĕр юр çийĕн утнă.

Кам-ши, терĕм. Çук, пĕлмес.

Хĕл Мучи. Парне хăварнă -

Алăк умĕнче хутаç!

Вăрттăн хутаçа пытартăм

Симĕс чăрăшăн айне.

Ак вăранĕç ик мăнукăм,

Шырĕç, тупĕç парнене.

Мĕн тери чунра ачалăх.

Эх, пуласчĕ юр пĕрчи,

Ман чунра паян хаваслăх,

Сăвă çак - Çĕн çул парни.

Клара ОСОКИНА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика