«Юр десанчĕ» акци малалла пырать. Уйрăмах вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансем пархатарлă ĕçе тăрăшса хутшăнаççĕ.
Кÿстÿмĕр шкулĕн активисчĕсем В.Игнатьева советник ертсе пынипе Тăван çĕршыв вăрçин участникĕсене халалласа лартнă ялти палăк патĕнчи территорие ытлашши юртан тасатнă. Йышпа ĕçе хăвăртах пурнăçланă.
1941-1945 çулсенче мирлĕ пурнăçшăн паттăррăн çапăçнă салтаксемпе офицерсен ырă ячĕсене ачасем асрах тытаççĕ. Сăмахпа кăна мар, ĕçпе те çирĕплетеççĕ. Паллах, педагогсем те çамрăк ăрура патриотлăх туйăмне аталантарассипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ.
Ытти шкул ачисем те маттур. Вĕсем те наставниксем ертсе пынипе палăксем çывăхĕнчи территорисене юртан тасатсах тăраççĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Январь 2026 |
