Юрă юхрĕ ян та ян...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:35 Просмотров: 6

Ярмушкари культура çуртĕнче пĕрремĕш хут «Вирьял шевлисем - çĕнĕ юхăм» вокалпа инструментсен ансамблĕсен фестивалĕ иртрĕ. Вăл виçĕ округăн пултаруллă коллективĕсене пĕрлештерекен кĕпер пулса тăчĕ. Фестивале хутшăнакансене тата куракансене асран кайми уяв парнелерĕ.

«Вирьял шевлисем - çĕнĕ юхăм» фестивале йĕркелекенĕ, Элĕк округĕнчи Анат Татмăш ялĕн пултаруллă çынни, Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн директорĕ Альберт Сергеев эстрада юррисене кăмăллакансене ăшшăн саламларĕ, пултарулăх ушкăнĕсене ăнăçу сунчĕ. Сцена çине Элĕк округĕнчи Вутланти Юрий Пантелеймонов ертсе пыракан «Çутă ĕмĕт», Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи «Салам», Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Аса ил» тата Çĕмĕрле округĕнчи Хутарти культура çурчĕ çумĕнчи «Ритм» вокалпа эстрада ансамблĕсем умлă-хыçлă тухрĕç.

Çакна каламалла, тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Вутланти культура çуртĕнче çамрăк специалистсем - Альберт Сергеев директор тата илемлĕх ертÿçи Юрий Пантелеймонов «Çутă ĕмĕт» эстрада ушкăнĕ йĕркелесе янă. Коллектив репертуарĕнче ытларах Юрий Пантелеймонов хайланă юрăсем пулнă. Анчах Юрий Геннадьевич ялтан хулана куçса кайсан ансамбль ĕçĕ чарăнса ларнă. Вăл вара, пултаруллăскер, пĕлтĕр Шупашкартан Вутлана каялла пурăнма таврăнсан «Çутă ĕмĕт» вокалпа эстрада коллективне тепĕр хут йĕркелеме шутланă. Ĕмĕте çийĕнчех пурнăçа кĕртнĕ, халĕ Татмăш клубĕнче ушкăн юрăçисем кашни эрнере пĕрле пухăнса репетици ирттереççĕ, çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ.

Çĕмĕрле округĕнчи Хутарти культура çурчĕ çумĕнчи «Ритм» вокалпа эстрада ансамблĕ 1976 çулта йĕркеленнĕ. Темиçе çултан ушкăн саланса кайнă: пĕри çемье çавăрнă, хыççăн тепри - çапла вара инструментсемпе калакан та, юрăсем юрлакан та юлман. Хутарти культура çуртĕнче ĕçлекен Олег Кушников пуçарнипе 2025 çулхи октябрьте «Ритм» ушкăн тепĕр хут пухăнма пултарнă. Халĕ музыка инструменчĕсем те çителĕклех, юрлаканĕсем те пур.

Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи «Салам» вокал ушкăнĕ пилĕк хĕртен тăрать. Вĕсем вунă çул ытла халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Тĕрлĕ фестивальсен çĕнтерÿçисем.

Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Аса ил» ансамбльте вара каччăсем кăна. Вĕсем музыка инструменчĕсемпе те калаççĕ, çавăн пекех ушкăнри Юрий Давыдовпа Иван Родионов çырнă юрăсене те юрлаççĕ.

Фестиваль вĕçленсен Чăваш ен культура министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Казакова, Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова тата ытти хăнасем тухса каларĕç, пултаруллă коллективсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

«Вирьял шевлисем - çĕнĕ юхăм» ахаль концерт кăна мар, искусствăн çĕкленĕвĕ валли чĕрĕ лапам пулса тăчĕ. Фестиваль янравĕ вара малалла каять – февралĕн 22-мĕшĕнче эстафетăна Çĕмĕрле округĕнчи Хутарти культура çурчĕ йышăнĕ.

Юрий КОРНИЛОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика