Вăрçă çулĕсемпе паллаштараççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:36 Просмотров: 7

Чăваш наци библиотеки «Яндекс» компанин тата Раççей Федерацийĕн наци электрон библиотекин пĕлтерĕшлĕ интернет-проектне пурнăçлама хутшăнать. «Çĕнтерÿ страницисем» проект федераципе регионсенчи библиотекăсене, массăллă информаци хатĕрĕсене пĕрлештерет.

Проект сайтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тухса тăнă Совет Союзĕнчи тĕп, фронт тата регионсенчи хаçатсен 200 пин ытла номерне кĕртнĕ. Вăл шутра «Правда», «Известия», «Комсомольская правда», «Труд», «Пионерская правда» изданисем, çавăн пекех Оборона министерствин тата Çарпа тинĕс флочĕн хаçачĕсем. Унсăр пуçне сайта фронт периодикине те кĕртнĕ. Вĕсенче совет салтакĕсен кулленхи паттăрлăхĕ пирки çырнă калавсемпе, фронтăн малти лининчи пурнăç пирки каланипе паллашма пулать. Çавăн пекех тăшман ункинчи условисенче пичетленĕ партизансен хаçачĕсем те пур, вĕсем паянхи кунчченех упранаççĕ.

СССР территорийĕнчи регион изданийĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă, Абхазинчен пуçласа Якути таранах. Тĕслĕхрен, ресурса республикăра вăрçă çулĕсенче тухса тăнă «Красная Чувашия» тата «Чăваш коммуни» хаçатсен тулли периодикине те кĕртнĕ.

«Яндекс» компани нейросетĕн çĕнĕ технологийĕпе усă курать. Интеллектуаллă шырав вăрçă вăхăтĕнчи статьясен уйрăмлăхне шута илсе символсем тăрăх палласа илет. Çак технологишĕн вăл вăхăтри хаçат страницисем чылай çул иртнипе япăхни, вараланни, шрифтсем кивелсе çитни те йывăрлăх мар. Программа кивĕ публикацие вулама тата ăна тишкерме меллĕ формата куçарать. Малтанхи вăхăтра Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтĕнче хăшпĕр çулсенчи уйрăм номерсене кăна пăхма май пулнă. Халĕ вара кашни çын истори докуменчĕсен тулли информацийĕпе паллашма пултарать. Çапла вара асăннă проект истори астăвăмне упрассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ, халиччен паллă мар юлнă фактсене уçса парать, фронтри пурнăçпа туллин паллаштарать. Çĕнĕ йышши цифра инструменчĕсем пире самай хыçа юлнă çулсене илсе çитерме пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика