2025 çул вĕçĕнче Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче пĕрремĕш роботизациленĕ склада хута янă. Пĕтĕм системăна, аппаратпа программа тивĕçтерĕвĕ таранах, Раççейре туса кăларнă. «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама çĕнĕ оборудование туянма тăкакланă укçа-тенкĕн 30: республика бюджетĕнчен саплаштарнă.
Автоматизациленĕ системăна вырнаçтарни складăн хăватлăхне 2,5: чухлĕ ÿстерме, 60 тонна таран хатĕр продукцине упрама май парать. Кунта тăрăшакансем хушшинче «Вася» ят илнĕ робот хăйĕн ĕçне хăвăрт тата шанчăклă пурнăçлать.
«Автоматизациленĕ склада хута яни сменăри çынсен шутне 12-рен 8 çити пĕчĕклетме май панă. Çавăнпа пĕрлех тиесе янă продукци калăпăшĕ 30 процент таран ÿснĕ пулсан, çакна валли кирлĕ вăхăт 4 сехет таран чакнă. Халĕ складра вăй хуракансен ĕçĕ те самаях çăмăлланă», - пĕлтернĕ предприятин производство начальникĕ Екатерина Степанова.
Аш-какай комбиначĕн цехĕсем те çĕнелсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть кунта конвейер системине улăштарнă. Кăлпасси тумалли тата шăнтмалли хатĕрсене хута янă. Çĕнĕ йышши хальхи технологисем ĕç процесĕсене перекетлĕрех, эффективлăрах йĕркелеме май параççĕ. Пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 75 млн тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 22 млн тенкине патшалăх каялла тавăрса панă.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕ малалла та производство хăватлăхне анлăлатас тата çĕнетес, продукцин ассортиментне пуянлатас тĕллевлĕ. Пĕлтĕр предприяти харăсах темиçе çĕнĕ продукци кăларма пуçланă.
Палăртса хăвармалла, 2025 çулта республикăри 13 апат-çимĕç тирпейлекен предприяти патшалăх пулăшăвĕпе усă курса оборудование çĕнетнĕ. Вĕсем республика бюджетĕнчен пурĕ 103 млн тенкĕ субсидие тивĕçнĕ.
«2021 çултан Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе тирпейлекен предприятисене регионти курăмлă пулăшу мерипе тивĕçтерессине ĕçе кĕртнĕ. Вĕсене техника оборудованине çĕнетме субсиди уйăраççĕ. Кăçала валли çак тĕллевпе уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,5 хут ытларах, 150 млн тенкĕ енне», - пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Январь 2026 |
