Пултарулăх вĕçĕ-хĕррисĕр. Çакна Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта иртнĕ «Çемьен пултарулăх альбомĕ» фестиваль аван кăтартса пачĕ. «Движение первых» юхăм ун ĕçне ачасене, ашшĕ-амăшне явăçтарнă.
Фестиваль ачасен чĕрисене чăннипех те тыткăнлани аван курăнчĕ. Пурте тенĕ пекех кашни япалана тимлĕн сăнарĕç, алла тытса пăхрĕç. «Эпĕ те карçинккасем çыхма пуçлăп», - терĕ пĕр арçын ача Платоновсем, Шашкинсен, Илюшинсем ротангран явнă изделисене курсан.
Курмалли вара чăннипех те пулчĕ. Людмила Федотова, ак, крючокпа тĕрлĕ сумкăсем çыхать ?ун пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр%, Светлана Алексеева хитре бантиксем ăсталать, Числовсем вĕт шăрçапа тĕрлеççĕ...
Темĕнле техникăпа та хитре япаласем ăсталама пулать. Вениамин Платонов шĕвĕ сăмаларан чĕрчун кÿлеписене, юр пĕрчисене çеç мар, сехет те шăратса кăларнă. Яна Кузьмина çав тери хитре ÿкерет. Унсăр пуçне куравра унăн çулçăсенчен тунă экспозицийĕ питех те тыткăнларĕ. Рада Ластухина илемлĕ кĕпесем çĕлет, мунчаласем çыхать, хĕрачасем валли çÿç резинкисем ăсталать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Январь 2026 |
