Январĕн 27-мĕшĕнче Вăрнарта ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Сергей Христофоровăн Асăну хăмине уçрĕç. Ăна салтак пурăннă пÿрт фасачĕ çине вырнаçтарнă. Датăна ахальтен суйламан. Кăçал январĕн 27-мĕшĕнче çамрăк каччă 20 çул тултарнине уявламаллаччĕ... Лăпкă та мирлĕ пурнăç пулнă пулсан...
Торжествăлла церемонине муниципаллă округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕ Сергей Ильин, учительсемпе вĕренекенсем, Сергейăн тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, юлташĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашниех паттăр салтак пирки лайăххипе ыррине аса илчĕ. Çамрăк пулсан та вăл хăрамасăрах Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме тăнине палăртрĕç.
Асăну хăмине Сергей Христофоровăн ашшĕпе амăшĕ - Алексей Германовичпа Алина Николаевна - уçрĕç. Пуçтарăннисем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пуçне хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç.
Сергей Христофоров Вăрнарта çуралса ÿснĕ. «Çеçпĕл» ача садне çÿренĕ. Каласа хăвармалла, хăйĕн воспитателĕпе вăл пурнăç тăршшĕпех ăшă çыхăну тытнă. Вăхăт пур чухне унпа тĕл пулса калаçма, чунне уçма тăрăшнă.
2021 çулта Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Сергей автомобильсене юсакан ăстана вĕреннĕ. Студент вăхăтĕнче ĕçлеме те мехел çитернĕ. Çар çынни пулас тĕллевпе вăл хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенке пухса «Звезда» ятлă çар хатĕрленĕвĕн курсĕнче вĕреннĕ. Унта валли ятарлă тумтир туяннă. Ĕçчен те пултаруллă хастар, Тăван çĕршывăн чăн-чăн паттăрĕ.
2024 çулта Сергей салтак аттине тăхăннă. Çар тивĕçĕсене Приморье крайĕнчи радиаци, хими хÿтĕлевĕн уйрăм гварди бригадинче пурнăçланă. Кунта службăра тăнă вăхăтра контракт çырнă хыççăн Сергей Христофорова Донецк Халăх Республикине ятарлă çар операцийĕн задачисене пурнăçлама куçарнă. 2025 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче хастар салтакăн чĕри ĕмĕрлĕхе тапма чарăннă.
Паттăрлăхпа хăюлăхшăн Сергей Алексеевича «Участнику специальной военной операции» медальпе тата Хăюлăх орденĕпе наградăланă.
Оксана СЕМЕНОВА
Январь 2026 |
