Çĕр вырăнне – укçан тÿлев

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:38 Просмотров: 5

Пирĕн республикăра ятарлă çар операцийĕн участникĕсен, Раççей Геройĕн ятне е орденсене тивĕçнисен, çĕр участокĕ вырăнне пĕр хутчен паракан тÿлеве илме май пур. Ун виçи 250 пин тенкĕпе танлашать.

Ку - паян çапăçу хирĕнче кĕрешекен çар çыннисене пулăшма регионта йышăннă мерăсенчен пĕри. Ăна Министрсен Кабинечĕ, Патшалăх Канашĕ ырланă, Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕплетнĕ. Пулăшăва тивĕçес тесен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вĕсен çемье членĕсен республикăра регистрацире тăмалла тата уйрăм çурт-йĕр е хушма хуçалăх валли çĕр участокĕ кирлисен шутĕнче пулмалла.

Иртнĕ эрнере вара сертификата республикăра пĕрремĕш çемье илчĕ те ĕнтĕ. Каламалла, пулăшу майĕпе пĕрремĕш усă кураканĕ пирĕн мухтавлă ентеш - Хапăсри Юрий Григорьев - пулчĕ. Вăл çар çынни, подполковник, ятарлă çар операцийĕнче мĕн пуçланнăранпах, малтанхи кунсенченех. Тÿлеве тивĕçнине çирĕплетекен документа вара иртнĕ эрнекун офицерăн мăшăрне Эльза Григорьевана пачĕç. Социаллă пулăшу мерисене кÿрекен Центрăн округри пайĕн сотрудникĕсем саламланă май сертификатпа çемьешĕн усăллă, вăхăтлă усă курма сунчĕç.

- Ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксемпе офицерсем хамăр республика енчен тимлĕхе, тĕреве туйни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир мăшăрпа канашласа, акă, çĕр участокĕ вырăнне укçан тÿлев илме йышăнтăмăр. Ăна хваттер туянма илнĕ ипотекăн пайне татма ярăпăр. Ку пулăшу пирĕн çемьешĕн, чăн та, пĕлтерĕшлĕ, - тав турĕ Эльза Григорьева.

Каласа хăвармалла, çак тÿлев тĕллевлĕ: ăна çурт-йĕр хăпартма е туянма, çурт лартма е хушма хуçалăх тытма çĕр участокĕ илме, ипотекăн тĕп парăмне е процентсене татма кăна яма юрать.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика