Февральтен индексацине шута илсе 40 ытла социаллă пособипе тÿлевсен виçи ÿсет. Вăтамран 5,6 процент чухлĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ачаллă çемьесене тÿлекеннисем. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствинчен пĕлтереççĕ.
Февраль уйăхĕнчен амăшĕн капиталĕн виçи: пĕрремĕш ачашăн - 728922 тенкĕпе, иккĕмĕшĕшĕн 963243 пин тенкĕпе танлашĕ.
Çавăнпа пĕрлех ача çуратнăшăн тата ăна пăхнăшăн тÿлекен укçа-тенкĕ те хăпарать.
Ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи 26941 тенкĕрен 28450 тенке çитĕ.
Çие пур чухне организацине ликвидациленĕ пирки ĕçрен хăтарнă амăшĕсене ача пăхнăшăн кашни уйăхра тÿлекен пособи 10670 тенкĕ пулать.
Ĕçлекен ашшĕ-амăшне ача пăхнăшăн кашни уйăхра паракан пособин чи пысăк виçи 83021 тенкĕпе, çие пуррипе тата çуратнипе паракан пособин чи пысăк виçи 955836 тенкĕпе танлашĕ.
Инвалидсене, çар хирĕçтăрăвĕн ветеранĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, федераллă çăмăллăхсем илекен ытти категорири граждансене кашни уйăхра тÿлекен укçа-тенкĕне те ?ЕДВ% индексацилеççĕ. Унпа пĕрлех социаллă тивĕçтерÿсен пуххин ?эмел, санаторипе курорт сиплевĕ, тÿлевсĕр çул укçи% хакĕ те ÿсет. Индексацине заявлени памасăрах, патшалăх реестрĕнчи даннăйсем тăрăх ирттереççĕ.
Февральтен социаллă хÿтлĕхĕн тепĕр тĕсне те - ĕçсĕрлĕхпе паракан пособине те хăпартма палăртнă. Пĕрремĕш виçĕ уйăхра тÿлевĕн чи пысăк виçи 15886 тенкĕпе, чи пĕчĕк виçи 1863 тенкĕпе танлашĕ.
Январь 2026 |
