Кашни территори пайĕнче чăн-чăн патриотсем пур. Вĕсем ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ, ирсĕр нацистсемпе çапăçаççĕ.
Акă, Хапăс тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Шляпкин офицер та СВО участникĕ. Вăл çĕршыва пулăшу кирлĕ чухне айккинче тăрса юласшăн пулман. 2023 çултанпа Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Раççейĕн пуласлăхне çапăçу хирĕнче хÿтĕлет. Нумаях пулмасть вăл аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн тăванĕсене, çывăх çыннисене курма килнĕ, округ пуçлăхĕпе Надежда Никандровăпа та тĕл пулнă. Дмитрий Шляпкин çар служби çинчен каласа кăтартнă, СВО-ри чи кăткăс самантсене аса илнĕ, тĕрлĕ халăхсен хастар ывăлĕсем пĕр-пĕринпе туслă пулнине çирĕплетнĕ.
Дмитрий Шляпкин хăюллă, çирĕп çамрăк, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи. Темиçе çул каялла Сирири хĕçпăшаллă хирĕçтăрăва та хутшăннă, ку çĕршыври халăха террористсен организацийĕсенчи боевиксенчен ирĕке кăларас тесе паттăррăн çапăçнă.
Туслă, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине мĕн çиттĕр/ Тĕрĕсмарлăх ан пултăр, тăнăçлăх хуçалантăр тесе СВО участникĕ йывăрлăхсем умĕнче те пуç усмасть. Çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать. Черетлĕ кĕске отпуска килнĕ чухне 2024 çулта Дмитрий Шляпкин Хапăсри вăтам шкулта вĕренекенсемпе те тĕл пулнăччĕ, ачасен ыйтăвĕсене хуравланăччĕ.
Надежда Никандрова çар тивĕçне туллин пурнăçланăшăн паттăр офицера ăнăçу, çирĕп вăй-хал, яланах сыхă пулма, хăвăртрах тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăнма суннă.
Каламалла, хăюллă ентеш каллех СВО пыракан вырăна таврăннă. Çĕршыв малашлăхне чыслăн хÿтĕлет.
Январь 2026 |
