Полицин «Вурнарский» пайĕ пĕлтĕр хăйĕн асăрхавĕнчи территорире криминогенлă лару-тăрăва тĕрĕслевре тытнине
палăртмалла. Служба ĕç-хĕлĕн чылай енĕпе кăтартусем республикăра лайăххисен шутĕнче: преступленисене асăрхаттарассипе, обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерессипе, экономикăри тата коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртассипе тата ыттипе. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç унчченхи эрнере иртнĕ оперативлă канашлура. Ÿсĕмлĕ тимленине республикăри шалти ĕçсен органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн хаклавĕ те çирĕплетет - Вăрнарти йĕрке хуралçисем рейтингра малти вырăнта.
Полици пайĕн пуçлăхĕ Руслан Минуллин канашлура пĕлтернĕ тăрăх, акă, асăрхаври территорире регистрациленĕ преступленисен шучĕ чакни курăнать - виçĕмçулхинчен 23,8 процент сахалрах ?199%. Каламалла, мăшкăллани, вăрă-хурахла тапăнни-çаратни, транспорт хатĕрĕсене вăрлани, терроризм тата экстремизм сĕмĕллĕ пулăмсем округра çак тапхăрта пулман. Киревсĕр ĕçсене уçса парасси вара иртнĕ вуникĕ уйăхра 70 процентпа танлашнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Январь 2026 |
