Кăçал Пĕрлехи информаци кунĕ пĕрремĕш хут ирт-рĕ. Ăна ял хуçалăх техникумĕнче йĕркелерĕç. Палăртмалла, информкунра влаç тытăмĕнче тăрăшакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене çĕклеме майсем çителĕклĕ.
Педагогсемпе, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе, ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва Чăваш енри çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов çитрĕç. Вĕсене округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, техникум директорĕ Людмила Иванова хапăлласа кĕтсе илчĕç.
Хăнасем малтанах студентсем ирттернĕ мастер-классенче пулчĕç. Тĕслĕх-рен, кăлпасси, пылак çимĕçсен производствин ĕç юхăмĕ пурне те кăсăклантарчĕ. Пылак продукта - пирожнăя - тутанса пăхакансем те пулчĕç. Пулас специалистсем ăста вара. Кулинари вăрттăнлăхĕсене ăнкараççĕ.
Техникумра тĕрлĕ профессие алла илме май пур. Пĕлтĕр асăннă вĕренÿ учрежденийĕ йĕркеленнĕренпе 105 çул çитрĕ. Акă, Эмир Бедертдинов министрăн ашшĕ Нуртдин Бедертдинович та кунта вĕреннĕ, ветеринар специальноçне алла илнĕ иккен. Техникум алăкĕсем сывлăх енчен хавшакрах çамрăксем валли те уçă. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти пуçланиччен студентсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Январь 2026 |
