Тĕпре - çынсен сывлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:40 Просмотров: 5

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Сывлăха çирĕплетесси тата сывлăха упрамалли хутлăх йĕркелесси» республика программине ырланă. Унăн тĕп тĕллевĕ - 2030 çул тĕлне граждансен пурнăç тăршшĕне 78 çулччен, 2036 çул тĕлне 81 çулччен тăсасси. Программăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ йĕркипе хатĕрленĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова пĕлтернĕ тăрăх, программăна 2030 çулчченхи регионăн сывлăх сыхлавне аталантарас стратегипе килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ. Унăн тĕп çул-йĕрĕсем:

сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан граждансен шутне 2030 çул тĕлне 15,8 : таран ÿстересси,

алкогольлĕ продукцине ĕçессине пĕр çын пуçне килекен 9,25 литр таса спирта 8,76 литр таран чакарасси,

8 çултан пуçласа аслăрах ÿсĕмрисем хушшинче сигарет туртассине 12,37 :-ран 10,89: таран пĕчĕклетесси.

Регионаллă проект йĕркипе медицина профилактикипе çыхăннă проектсене те - «Шаг к здоровью», «Прояви заботу - научи уходу», «ФАП - центр притяжения здоровья», «Добро в село» - малалла тăсаççĕ. 2025 çулта вĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе пурнăçланă. Обществăлла сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă муниципаллă программăсене ĕçе кĕртесси те малалла пырĕ.

Сывлăх центрĕсем граждансен сывлăхне ĕç вырăнĕсенче те тĕрĕслĕç. 2025 çулта 1-мĕш хула клиника тата Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницисенче ĕçлекен сывлăх центрĕсене медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Çакăн пек центр Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕнче те уçăлчĕ. Кăçал Патăрьелĕнчи район тĕп больницинче, 2027 çулта Çĕнĕ Шупашкарти хула больницинче уçма палăртаççĕ.

Эффективлă профилактика мерисен шутĕнче ĕçлекенсен сывлăхне çирĕплетмелли корпоративлă программăсене палăртнă Лариса Тарасова министр. Вĕсене Чăваш енри 21 предприятипе организаци ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика