Çĕнтерÿшĕн пĕр тĕллевлĕн ĕçлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:41 Просмотров: 5

Тыл пулăшăвĕ - темĕнле хĕçпăшалран та хăватлăрах. Çакна хамăр округри волонтерсен хастарлăхĕпе, чĕре уççийĕпе çирĕплетме пулать. Паян чылай ялти культура çуртĕнче, хăшпĕр шкулсенче маскировка сеткисем çыхакан центрсем ĕçлеççĕ. Хăшĕсен çумăра, çил-тăмана е шартлама сивве пăхмасăр уй-уй урлă та утма тивет, анчах та çакă вĕсене чармасть - кашниех фронтри ентешсене май пур таран пулăшма тăрăшать.

Хаçатра чылай ялти пулăшу ушкăнĕпе паллаштарнă ĕнтĕ. Иртнĕ эрнекун вара волонтерсем пĕр çĕре - районти культура çурчĕ çумĕнчи центра пуçтарăнчĕç. Çак кун çĕнтерÿшĕн пĕр тĕллевлĕн ĕçлекен хастарсем патне Чăваш наци телевиденийĕн ĕçченĕсем çитрĕç. Сюжет пуян пуласси малтанах палăрчĕ. Волонтерсен пулăшăва мĕнлерех йĕркелени пирки каласа памалли чылай.

Районти культура çуртĕнче вырнаçнă пулăшу центрĕ - чи йышли. Кунта кунсерен хÿтĕлев сеткисене çыхма чăннипех те пысăк ушкăн çÿрет. Унта 40 ытла çын та пĕрлешнĕ. Хастарсем 400 ытла маскировка сетки ăсатнă та ĕнтĕ салтаксем патне. Унсăр пуçне - çĕр-çĕр аялти йĕм, пурнăç браслечĕсем, талисмансем, чей курăкĕсем, нускисем, пĕчĕк минтерсем тата ытти те.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика