Иртнĕ канмалли кунсенче чарăнмасăр вĕçтернĕ çил-тăман тавралăха юрпа вăйлах тултарчĕ. Çурт-хуралтă тăррисем те тем хулăмăш юрпа витĕнчĕç. Çавăнпа та çак купасем çÿлтен йăтăнса анас, çынсене суранлатма пултарас хăрушлăх çивĕч сиксе тухать.
Инкеке лекесрен сыхланса, МЧС-ăн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем хальхи вăхăтра питĕ асăрхануллă пулма сĕнеççĕ:
Май килсен, çÿллĕ çуртсен стенисем патне çывăха пымалла мар.
Автомобилистсен те асăрханмалла: транспорт хатĕрĕсене çурт-хуралтăсем çывăхне лартмалла мар.
Юр катрамĕсем ытларах чухне водостоксем çийĕн нумай пуçтарăнаççĕ. Çавăнпа та çуртсен фасачĕсен ку вырăнĕсем уйрăмах хăрушă. Вĕсенчен аякран иртсе çÿремелле.
Тротуарсем çинчи хăшпĕр участоксене картланă-тăк, вĕсен çывăхĕнче тимлĕ пулăр. Ку вырăнсене те кĕме юрамасть.
Нумай хутлă çуртсен тăррисене тасатмалла пулсан, çакăн пирки пăхса тăракан организацисене пĕлтермелле. Коммуналлă службăсен ĕçченĕсем ку ыйтусене пурнăçлама тивĕçлĕ. Саккун нормисемпе килĕшÿллĕн, иртен-çÿренсем ку территорисенче суранланнăшăн пăхса тăракан предприятисен тата сооруженисен ертÿçисем явап тытаççĕ.
Çурт тăррисене тасатассине те хăрушсăрлăх техникин мĕнпур требованийĕсене пăхăнса йĕркелемелле: ĕçсене ирттернĕ вырăнта çынсене çÿреме чаракан ятарлă паллăсем лартмалла, вырăна картласа уйăрмалла. Çÿлтен антарнă юра тÿрех илсе тухмалла.
Ирина ПЕТРОВА
Февраль 2026 |
