Чăваш енре çулталăк пуçланнăранпа тюбингпа ярăнса 50 ытла ача суранланнă. Вĕсенчен 20-мĕшне боль-ницăна хума тивнĕ. Çурăм шăммине амантнисем те, ал-ура хуçнисем те пур.
Республикăри ача-пăча клиника больницин тухтăрĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, кашни çул пĕр пек сценари. Ачасем ирĕк паман вырăнсенче «ватрушкăсемпе» ярăнаççĕ. Пĕр тюбинг çине иккĕн-виççĕн ларнисем те тĕл пулаççĕ. Амансан суран часах тÿрленменнине шута илмелле. Çĕнĕ Шупашкарти 11 çулти хĕрачан, ак, çур çул корсетпа çÿреме тивĕ. Çак ÿсĕмри пĕр арçын ача йĕтес шăммине хуçнă та ăна вăрах вăхăт операци тунă.
Çырмасем, шыв-шур çумĕнчи тăвайккисем, вăрман участокĕсем уйрăмах хăрушă. Тюбингăн хăвăртлăхĕ пысăк, ăна тытса чараймастăн. Инкек-синкекрен асăрханăр!
Е.ТОЛСТОВА
Февраль 2026 |
