Лавр çулçи тумтире упрать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 10:59 Просмотров: 17

Чылай кил хуçишĕн лавр çулçи юрма çеç мар, тумтире упрамалли, тасалăхшăн кĕрешмелли вăрттăн «хĕç-пăшал» та.

Лавр çулçине шкафра тытнин тĕп тĕллевĕ – кĕвене тата ытти шăна-пăвана вăхăтра хăваласа ярасси. Ырă та витĕр кастаракан шăршăна çын тÿрех туйса илейменнине пăхмасăрах сăтăрçăсемшĕн вăл пысăк хăрушлăх пулса тăрать.

Лавр çулçине кил хуçи арăмĕсем хĕл валли пуçтарнă пальто кĕсйисене, пиртен çĕленĕ пĕчĕк михĕсене хурса кĕпе-тумтир, çăм свитерсем упранакан вырăнсене хураççĕ.

Лавр хăйĕн шăршине 6 уйăх таран упрама пултарать. Шăршă улшăнсан ăна урăххипе улăштарни вырăнлă.

Ку пĕртен-пĕр çăмăллăх мар. Лавр çулçи ытлашши нÿрĕке туртса илессипе те палăрать. Çакă тумтир çинчи ытлашши нÿрĕке сирме тата çипуçа упрама, ăна таса тытма пулăшать. Лавр çулçин çак енĕ нÿрĕ пÿлĕмсенче вырнаçнă шкафсенче упранакан тумтиршĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шкафсен çиелти çÿлĕкĕсем çине 2-3 лавр çулçине хурăр та сирĕн ыйту кун йĕркинчен тухать. Сăмах май каласан, юлашкинчен асăннă мел тĕрлĕрен хими хатĕрĕсенчен меллĕрех тата усăллăрах. Лавр çулçи материалсем çинче йĕр хăвармасть, кил хуçине аллергипе хăратмасть.

Лавр çулçипе усă куракансем çакна та асăрханă: вăл ют шăршăсене пĕтерме пулăшать. Енчен те эсир шкафра спорт формине е чылай хушă усă курман тумтире тытатăр пулсан, вĕсем хушшине лавр çулçи хурса тухма сĕнеççĕ. Специ тути çирĕпленнĕ тар шăршине те, нÿрĕке те кĕске хушăрах пĕтерме май парать. Лавр çулçин эффективлăхне ÿстерме унпа пĕрле гвоздика е корица тураттине хурăр – сывлăша лайăх уçăлтаракан хутăш хатĕр пулать.

Лавр çулçи ытти усăпа пĕрлех тумтире тусантан сыхлама пулăшнипе те паллă. Унри эфир çăвĕ вак тусан пайĕсене пир-авăр çине лекме памасть. Ку мел шкафран сайра-хутра кăларакан тумтиршĕн – уяв костюмĕсемпе кĕпесемшĕн – питĕ меллĕ шутланать. Лавр çулçине çÿхе хутпа чĕркесе кĕсьене хурăр та сире нимĕнле хими хатĕрĕ те кирлĕ пулмасть.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика