Вар-хырăм çулĕн чирĕ – час-час тĕл пулакан чирсенчен пĕри. Вăл нумай çынна пăшăрхантарнине шута илсе паянхи калаçăва Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп гастроэнтерологне, республикăри клиника больницин врач-гастроэнтерологне Юлия ЦЫГАНОВĂНА чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах.
– Вар-хырăм çулĕнчи органсем тĕрĕс ĕçлени çын хăйне лайăх туйнин никĕсĕ пулса тăрать. Апла пулсан пăхса тухар-ха пирĕн апат-çимĕç ирĕлтерекен системăна йĕркеллĕ ĕçлесе пыма пулăшакан сывă йĕркесене.
Пĕрремĕшĕ – йĕркене пăхăнса апатланни
Тĕрĕс суйласа илнĕ рацион – апат ирĕлтерекен системăн сывă енĕ. Çавăнпа та апатланура çак йĕркесене пăхăнса пыма сĕнетĕп:
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Февраль 2026 |
