Кофе - кофе йывăççин ăшаланă пĕрчисенчен хатĕрленĕ техĕмлĕ напиток. Унта 1000 ытла активлă вещество пур. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли кофеин.
Кофене хатĕрлесси темиçе тапхăртан тăрать. Пиçсе çитнĕ кофе пĕрчисене алпа е ятарлă аппарат пулăшнипе пуçтараççĕ. Хыççăн вĕсен ăшне кăларса типĕтеççĕ. Юлашкинчен кофе пĕрчисене ăшаласа авăртаççĕ.
ПĔЛМЕ ИНТЕРЕСЛĔ
Мĕн чухлĕ вăхăт ăшаланине кура кофе тути тĕрлĕрен пулать. Кăшт кăна ăшаланинче ?çутăрах тĕслинче% цитрус техĕмне, вăтамминче карамель, мăйăр е шăккалат тутине туйма пулать. Вăрах вăхăт ăшалани вара тĕтĕм, çунтарнă сахăр техĕмĕллĕ.
Кофе пĕрчисен тытăмĕнче усăллă веществосем чылай. Вăй-хал, энерги çăлкуçĕ - углеводсем, нерв системин ĕçне тытса пыракан липидсем, вар-хырăм ĕçне йĕркелекен клетчатка, чĕрепе юн-тымар, иммун системисен ĕçне ырă витĕм кÿрекен минералсем ?кали, магни, кальци, фосфор, тимĕр%, тĕп нерв системи ĕçне тытса пыракан кофеин тата юнри сахăр шайне пĕчĕклетме пулăшакан тригонеллин.
Çапла майпа тĕпчевсем палăртнă тăрăх, виçене пĕлсе ĕçсен кофе ?талăкне 400 мл ытла мар% организмшăн усăллă. Çак напиток астăвăма тата тимлĕхе лайăхлатма, деменци тата инсульт чирĕсене асăрхаттарма, чăтăмлăха ÿстерме тата кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать. Кофе усăлăхĕ ăна мĕнле майпа хатĕрленинчен те килет.
Лайăх енĕсемпе пĕрлех кофен сиенĕ пирки те каласа хăвармалла. Артери гипертензийĕпе аптракан çынсен юн пусăмĕ хăпарма, пульсĕ ÿсме пултарать. Кофен хăшпĕр тĕсĕсене ĕçсен ?эспрессо е френч-прес% юнри холестерин шайĕ пысăкланать, çавна май атеросклероз е инфаркт пулас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа пĕрлех анеми тата остеопороз чирĕсемпе аптракансене те кофене май пур таран сахалрах тутанма сĕнеççĕ. 16 çултан кĕçĕнрех ачасен, ача кĕтекен амăшĕсен, ватă тата психика тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсен напитока пачах та ĕçмелле мар.
ИНТЕРЕСЛĔ ФАКТ: кофе - çырла. Кофе пĕрчисем 6-9 метрлă йывăç çинче ÿсеççĕ. Малтанах вĕсем симĕс тĕслĕ. Ăшаланă хыççăн вара хăмăр тĕс илеççĕ. Кофе тĕнчере чи анлă сарăлнă шĕвексенчен иккĕмĕшĕ. Пĕрремĕш вырăнта - шыв. Кашни кун çак напитока 2,25 млрд курка ĕçеççĕ. Японире кофе-саунăсем пур. Вĕсенче шыв вырăнне кофепе усă кураççĕ. Ку ÿт-пĕве çамрăклатма пулăшать тесе шутлаççĕ. Ученăйсем кофе тутиллĕ, анчах кофеинсăр кофе сортне тĕпчесе кăларнă.
Февраль 2026 |
