Февральте те пахчаçăсен ĕç чылай: йывăç турачĕсене касмалла, юр тытмалла, акма вăрлăх хатĕрлемелле.
Февраль - хăшпĕр улма-çырла йывăçĕпе тĕмĕсене касмалли чи лайăх вăхăт.
Панулми - чирлĕ, типнĕ, хуçăлнă туратсене касмалла, вуллине сайралатмалла, ытлашши вăрăм туратсене кĕскетмелле.
Груша - пĕр çулхи туратсене кĕскетмелле, ытлашши туратсене касмалла.
Чие - ватă, хуçăлнă, чирлĕ, пĕр-пĕринпе хĕресленекен туратсене касмалла, чĕрĕ туратсене кĕскетмелле.
Слива - шăннă, аманнă тата шалалла ÿсекен мĕнпур турата касмалла, вуллине сайралатмалла, иртнĕ çул ÿснĕ туратсене 1Ÿ3 пайĕ чухлĕ кĕскетмелле.
Черешня - чирлĕ, аманнă, çăра туратсене йăлтах касмалла, айăккинчи туратсене кĕскетмелле.
Çакна манмалла мар: пахчари çÿлерех асăннă ĕçсене -5 градусран сивĕрех пулсан пурнăçламалла мар, унсăрăн йывăçсем аманса юлĕç.
Февраль 2026 |
