Колонка

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:01 Просмотров: 16

Эпир, Вăрнарти чиркÿпе юнашар пурăнакансем, «Сельхозтехника» туса лартнă колонкăна час-часах шыв илме çÿретпĕр. Вăл Тракторнăй тăкăрлăкра «Çеçпĕл» ача садне хирĕç вырнаçнă.

Çитрĕмĕр хайхи юнашар подъездра пурăнакан хĕрарăмпа шыв илме. Пăхатпăр, колонкăна çăрапа питĕрсе илнĕ, анчах та патак кĕмелĕх шăтăк пур. Майне тупса 5-шер литр шыв илтĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, çавна курса урса кайнă хĕрарăм сиксе тухрĕ, сирена пек çухăрашма тытăнчĕ. Эпир ăна лăплантарма тытăнтăмăр: «Насус çунса кайсан, шыв тасатмалла пулсан ялан укçа пухатпăр», - тетпĕр. Анчах нимĕнле те лăплантарма май çук, Анка пулеметчица пек шатăртаттарать кăна. Ну юрĕ, тесе пăрахса утрăмăр.

Шыв пĕтсе çитсен каллех çав колонка тĕлне çитсе тăтăмăр. Хальхинче ăна тĕплĕн питĕрсе илнĕ, нимĕнле патак та кĕми туса хунă. Унччен те пулмарĕ, пирĕн ума çурта пурăнакан арçын чĕлĕмне мăкăрлантарса, шăл йĕрсе пырса тăчĕ. «Текех никама та шыв памастпăр, тасалăр кунтан», - тет. Эпир кашнинчех укçа пухни çинчен ĕнентерме пикентĕмĕр. «Насос стоит 1000 с лишним рублей, а мы за воду за месяц платим 2000 рублей, а живем мы здесь 36 человек», - хуравлать хайхи.

Вăт усаллансах кайрăмăр иккен. Кĕçех пĕр-пĕринпе автансем пек сиксе вăрçма пуçлатпăр. Пĕр-пĕрне тем те пĕр каласа тăкма хатĕр. Ватă çынсем шывпа çĕршĕн вăрçма хушман...

Анюкка аппа

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика