Çулсем çинчи хăрушсăрлăх - яланах чи çивĕч ыйтусенчен пĕ-ри. Ку ĕçре, паллă ĕнтĕ, пысăк тÿпе çул-йĕр инспекторĕсене тивет. Вĕсен служби чи мал-танах çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе пурнăçланать.
Пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май каламалла: полицин «Вурнарский» пайĕн патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем те йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕлĕшпе кунсеренех çул-йĕр тĕрĕслевĕсене пурнăçланă, çакăнпа пĕрлех профилактика мероприятийĕсене те чылай ирттернĕ.
Пĕлтĕрхи лару-тăрăва тишкерес-тĕк - çул-йĕр çинче 16 инкек çырăннă. Вĕсенче çынсен пурнăçĕсем татăлни те пулнă - пĕтĕмпе виçĕ тĕслĕх. Унсăр пуçне вунсаккăрăн аманнă: сывлăхĕсем тĕрлĕрен сиенленнĕ.
Автоинспекторсен тивĕçĕсем хушшинче çул-йĕр правилисене пăснине асăрхаттарасси те мала тухать. Вырăнти сотрудниксем пĕлтĕрхи январь–декабрь уйăхĕсенче, акă, çул-йĕр куçăмĕнчи административлă право йĕркине пăхăнман тĕслĕхсене 2964 тупса палăртнă. Транспорт хатĕрне ÿсĕрле тытса пынисем те сахал мар - пĕтĕмпе 134 водителе тытса чарнă. Хăшĕ-пĕрисене вара пĕрре явап тытни те «тÿрленме» вĕрентмен. Иртнĕ çул 12 водителе тепĕр хутчен машина рулĕ умĕнче ÿсĕрле ларнăшăн чарнă, вĕсене уголовлă явап тыттарма тивнĕ.
Кăçал та çул-йĕр службин инспекторĕсем хăрушсăрлăха тивĕçтерес ĕç-хĕле татах та вăйлатма палăртаççĕ. Çав шутра - инкексен шутне чакарас, вĕсене асăрхаттарас, çул çине ÿсĕрле тухакан водительсене вăхăтра тупса палăртас, ачасемпе çамрăксене профилактика мероприятийĕсене явăçтарас тата ытти енĕпе.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Февраль 2026 |
