Аграшăпа пĕрле ÿстереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:03 Просмотров: 15

Урамра хĕлле, пĕчĕккисен «пахчисенче» вара парка симĕс сухан ÿсет. Тĕслĕхрен, «Березка» ача сачĕ хастар ĕçлекен учрежденисенчен пĕри. Кунта «Агролаборатори» проекта пурнăçа кĕртессипе малалла тăрăшаççĕ.

Педагогика коллективĕ хăйĕн ĕçĕнче «Чăваш енри çамрăк экологăн Аграшăн çулçÿревĕ» вĕрентÿпе методика комплекчĕпе усă курать. Ăна Вĕрентÿ министерстви Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе хатĕрленĕ.

Воспитательсем ертсе пынипе шăпăрлансем кăрлач уйăхĕн варринчех сухана контейнерсене лартнă. Вăл мĕнле ÿснине «Çамрăк пахчаçăсем» ятлă сăнав тетрадьне çырса пыраççĕ. Ача сачĕн воспитанникĕсене Аграшăпа пĕрле интереслĕ заданисем пурнăçлама питĕ килĕшет иккен.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика