Яла юратнăран ăна аталантарма тăрăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:05 Просмотров: 16

«Мĕн пĕчĕкрен яла юратнă эпĕ, кунта пурăнма ĕмĕтленнĕ. Атте маншăн ырă тĕслĕх пулнă. Вăл мĕнле ĕçленине, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнине курса ÿснĕ. Хамăн пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнместĕп», - çапла палăртать «Янгорчино» хуçалăх председателĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Романов.

Ĕç династине малалла тăсаççĕ

Геннадий Васильевич ку хуçалăхра вăй хума тытăннăранпа кăçал 36 çул çитет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен ?халĕ аграри университечĕ% инженер-механика вĕренсе тухнăскер малтан - автомеханикра, унтан тĕп инженерта тăрăшнă. 33 çул каялла, кăрлачăн 26-мĕшĕнче, ăна председателе суйланă. Ун чухне Геннадий Романов 27-ре пулнă. Паллах, çак тапхăрта, уйрăмах малтанхи вăхăтра, темĕнле йывăрлăх та сиксе тухнă, пултаруллă пуçлăх вĕсене коллективпа пĕрле çĕнтерсе малаллах ăнтăлать. Геннадий Васильевич асăннă хуçалăхăн чи лайăх ертÿçисен - хăйĕн ашшĕн Василий Романовăн ?1959-1976 ç.ç.% тата ун хыççăнхи председателĕн Георгий Андреевăн ?1976-1989 ç.ç.% - ырă йăлисене малалла тăсать. Çакна пулах ĕнтĕ «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕ паян та ăнăçлă аталанать, кăтартусемпе районта та, республикăра та чи лайăххисен шутне кĕрет.

«Шкулта вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра тăрăшаттăмăрччĕ. Пире, ачасене, СК-4 комбайн хыççăн пучах пуçтарма яратчĕç. Вăл мĕнле ĕçлени кăсăклантаратчĕ мана. Техникăна кăмăлланăранах шкул хыççăн инженери факультетне вĕренме кĕтĕм. Студент чухне 2 çул комбайнерăн пулăшуçинче вăй хутăм», - иртнине куçĕ умне кăларчĕ Геннадий Романов.

Вăл - ял хуçалăх ĕçченĕсен династине малалла тăсакан. Унăн ашшĕ Василий Игнатьевич - производство йĕркелÿçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ. Çĕрпелте çуралса ÿснĕскерне ял çыннисем 1959 çулта колхоз председательне суйланă. «Атте хуçалăха ертсе пынă хушăрах ял аталанăвĕшĕн те нумай тăрăшрĕ. Вăл çине тăнипе 1972 çулта Çĕрпелте клуб уçрĕç. Икĕ хутлăскерне пĕлтĕр тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. 1972 çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене халалласа палăк хăпартрĕç. Питĕ пысăк вăл, хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Унăн макетне те манăн атте суйланă», - çывăх çыннине аса илчĕ председатель. Василий Романов 1976-1987 çулсенче райĕçтăвком пуçлăхĕнче, районăн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă. 1987 çулта «Колос» совхоза ертсе пыма тытăннă. 1991 çулта ăна Çĕрпел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне суйланă. «Янгорчино» колхоза ертсе пынă çулсенче уйсен тухăçлăхне пысăклатнăран, фермăсен ĕçне лайăхлатнăран Василий Игнатьевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă. Ăна çавăн пекех Ленин тата Октябрь революцийĕн орденĕсемпе наградăланă. Шел, вăл 2020 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика