Тĕрлĕ ыйтупа пулăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:06 Просмотров: 16

Республикăра «Мирлĕ пурнăçа - утăм» проект ăнăçлă пурнăçланать. Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем тĕлĕшпе тим-лĕх пысăкки куçкĕрет. Вĕ-сене тата вĕсен çемйисене республика бюджечĕн шучĕпе тивĕçтерекен пулăшу-çăмăллăх мерисем - виçĕ теçетке ытла.

Пĕлтĕр вĕсен списокĕ татах анлăланнă - инвалидсене тÿлевпе тивĕçтернинчен тытăнса СВО-ри ентешсен ачисене - студентсене - тÿлевлĕ апатлантарма пуçлани таран. Регион бюджетĕнчен çак мерăсем валли уйăрнă тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 12 миллиард тенкĕрен иртнĕ.

СВО-ран таврăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе предприятисемпе, организацисемпе ятарласа килĕшÿсем тунă, тăваççĕ - вĕсене инженерсем, педагогсем, водительсем, ытти специалист кирлĕ. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă 840 çынран 556-шĕ ĕçлет ĕнтĕ. Тата 274 çын ĕçе вырнаçман. Сăлтавĕсен шутĕнче - вĕсем хăйсем ĕçе вырнаçас теменни те. Çав вăхăтрах тивĕçлĕ вакансисем çук текенсем те пур-мĕн.

Пĕлтĕр йĕркеленĕ «Пулăшу десанчĕ» акци ăнăçлă пырать. Тĕрлĕ специалист 25 хут муниципалитетсене çитнĕ, СВО паттăрĕсен, вĕсен çывăх çыннисен 1,5 пине яхăн ыйтăвне йышăннă. Тĕп пайне хурав панă, ытти - ĕçре. Чăваш ен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, хыпарсăр çухалнисемпе, вĕсене шырассипе çыхăннă ыйту нумай-мĕн - йышăннă мĕнпур ыйтăвăн 33 : хурлăхлă çак темăна пырса тивет. Акци тухăçлăхне кура ăна кăçал та йĕркелеме йышăннă. Министр специалистсем хуласемпе округсенче пулмалли графика çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. Вăрнар тăрăхне мартăн 24-мĕшĕнче çитĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика