Субсидие кам илĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:07 Просмотров: 14

Чăваш Республикин вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Андрей МАКУШЕВ çирĕплетнĕ тăрăх, килти хушма хуçалăх тытса пыракансене, хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнисене, патшалăх курăмлă пулăшу кÿрет.

Çак субсидие илмелли тĕп условисем:

хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн статусĕ пулмалла ?налук режимĕпе усă курнине уйрăм çын професси тупăшĕнчен налук тÿлекенсен учетне тăни е унтан тухни пирки калакан справкăпа çирĕплетмелле%*

çакнашкал пулăшăва тивĕçекенĕн техника туянма субсиди илсен - 5 çултан, ытти енĕпе 3 çултан кая мар хăй тĕллĕн ĕçлеме шантармалла*

субсиди илнĕ хыççăн килти хушма хуçалăха 12 уйăхран кая мар тытса пымалла*

субсидие тивĕçекенĕн продукци туса илнĕ чухлĕ курнă тăкаксене çирĕплетмелле*

ĕне тата ?е% качака шутне 3 çултан кая мар сыхласа хăварма, техникăпа - 5 çултан, хурт-хăмăр ĕçĕ валли кирлĕ материалсемпе 3 çултан кая мар усă курма шантарнă обязательство пулмалла*

сутнă сĕт калăпăшĕ пирки калакан информацие «Меркурий» федерацин патшалăх информаци тытăмĕ çирĕплетни кирлĕ ?субсиди илекенĕн ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине отчет çулталăкĕ хыççăнах уйăхра 15 ĕç кунĕнчен кая юлмасăр памалла, унпа пĕрлех - субсиди илнин кăтартăвĕсене мĕнле пурнăçлани пирки те пĕлтермелле%.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене субсиди парас тĕллевпе 2025 çултан пуçласа Патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли мерăсен порталĕнче «Электронлă бюджет» площадкăра суйласа илеççĕ. Пĕлтĕр Чăваш енре хăй тĕллĕн ĕçлекен, килти хушма хуçалăх тытса пыракан 1005 çын патшалăх пулăшăвне илнĕ, пĕтĕмпе - 150 миллион тенке яхăн.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика