Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕн
Владимир Васильевич Антоновăн çутă сăнарне асра тытса
Çу çитсен чуна савăнтараççĕ
Ялтăра ял тăрăхĕн уйĕсем.
Тем çинчен калаçнăн туйăнаççĕ
Яштака та хÿхĕм пучахсем.
Вăрман мар, пит çÿллĕ те сип-симĕс
Кукуруза талккăшĕ выртать.
Кукурузăна тĕпченĕ эсĕ
Доцентпа пĕрле институтра.
Дипломне «отлично» хÿтĕлерĕн,
Çырнине те кĕртрĕн пурнăçа.
Иксĕлми тыр-пулă çитĕнтертĕн,
Çулсерен хăпартрăн тухăçа.
Ушкăнпа уй тăрăх çаврăнаççĕ
Юрласа уй-хир карапĕсем.
Сассисем илемлĕ те мăнаçлă.
Маншăн çеç халь тунсăхлă вĕсем.
Чун туртать те, эпĕ те тухатăп
Итлеме хĕрÿ ĕççи шавне.
Ас илмешкĕн тĕплĕн тăрăшатăп
Тахçанхи кунти калаçăвне.
Çак уйра тĕл пулнăччĕ васкавлăн,
Юлташпа эс килнĕ ун чухне.
Ман çинчен ас илтĕн те ырлавлă,
Вăтантартăн çамрăк умĕнче.
Канăçа çухатнă çĕр ĕçченĕ,
Ыр ятпа çÿрерĕн халăхра.
Çĕр çинчи çул вăхăтсăр вĕçленчĕ,
Малалли - çÿлти патшалăхра.
Ушкăнпа комбайнсем ĕçлеççĕ,
Вĕсемпе - хастар комбайнерсем.
Халь вĕсем сана та асилеççĕ,
Пархатарлă çĕр ĕçченĕсем.
Геннадий КРАСНОВ, агроном. Шăхаль
Февраль 2026 |
