Пуриншĕн те - хăюлăхпа паттăрлăх тĕслĕхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:10 Просмотров: 14

Вăрнарта çуралса ÿснĕ Павел Евгеньевич Лебедев, Эдуард Иванович Пырков, Чăрăш Ишекри Дмитрий Витальевич Павлов - паянхи паттăрсен ретĕнчи салтаксем, ятарлă çар операцийĕн хастар участникĕсем. Хальхи кăткăс лару-тăрура, çĕршыва пулăшу кирлĕ вăхăтра мирлĕ çынсене, тăван халăха хÿтĕлеме хăйсен ирĕкĕпе тăнисем...

Анчах, шел те, çĕнĕрен вăй илнĕ нацистсен ирсĕрлĕхне путарассишĕн, тăнăçлăхшăн вĕсен ытла хаклă тÿлеме тивнĕ. Çар çыннисем хăйсене шаннă пĕлтерĕшлĕ задачăсене чыслăн пурнăçласа çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă.

Çапах та, хăйсем пирĕн хушăра çук пулин те, паттăрсен мухтавлă ĕçĕсем нихăçан та манăçа тухмĕç. Вĕсен хăюлăхне тата çарти харсăрлăхне патшалăх енчен те тимлĕхсĕр хăварман - кашнинех сумлă орден-медальпе палăртма йышăннă. Иртнĕ кĕçнерникун вара ятарлă çар операцийĕн участникĕсен наградисене вĕсен чи çывăх çыннисем алла илчĕç. Паттăрсен астăвăмне халалланă торжествăлла церемони округăн ЗАГС пайĕнче иртрĕ.

Раççей Президенчĕн Указĕпе, акă, Павел Лебедева тата Эдуард Пыркова Хăюлăх орденĕпе наградăлама çирĕплетнĕ, Дмитрий Павлова - «Хăюлăхшăн» медальпе. Ку наградăсем - боецсем пуриншĕн те харсăрлăх, Тăван çĕршыва парăннин тĕслĕхĕ пулнине кăтартакан паллăсем. Орден-медале салтаксен çемйисенче ĕмĕрлĕх упрама Вăрнар округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Мулеев тата Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн представителĕ Алексей Севостьянов пачĕç. Пирĕн хăрушсăр пурнăçшăн кĕрешнĕ çар çыннисем тăванĕсен чĕрисенче кăна мар, мĕнпур ентешсен астăвăмĕнче ĕмĕрлĕх чĕрĕ пулассине палăртрĕç вĕсем. Салтаксем кăтартнă паттăрлăхшăн та вĕсен чи çывăх çыннисене тав сăмахĕсем каларĕç, çак йывăр вăхăтра вĕсемпе пĕрле пулнине, тĕрлĕ ыйтупа пулăшма хатĕррине çирĕплетрĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика