Иртнĕ çул Раççейре çĕнĕ икĕ наци проекчĕ - «Вăрăм та хастар пурнăç» тата «Çемье» - ĕçлесе кайрĕ. Вĕсем унчченхи «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроекта улăштарчĕç. Ку пуçару, чи малтанах, пурнăç пахалăхне ÿстерессипе, çемье хаклăхĕсене çирĕплетессипе тата медицинăна çĕнĕ технологисемпе хăватлатассипе çыхăннă.
Вăрнар тĕп больници 2030 çул тĕлне наци тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнать. Сиплев, диагностика тата профилактикăн çĕнĕ мелĕсене ăнăçлă ĕçе кĕртсе пырать. «Эпир темиçе направление çул панă: çĕнĕ технологисене алла илетпĕр, оборудование çĕнететпĕр, кадр ыйтăвĕсене татса пама тăрăшатпăр тата профилактика тивĕçтерĕвĕсен спектрне анлăлататпăр. Наци проекчĕсем пире малашлăхлă практикăсене алла илме, çапла майпа çынсен сывлăхĕ çине ырă витĕм кÿме май параççĕ», - пĕлтерет тĕп врач Сергей Илюткин.
Вăрнар тĕп больници медицина пулăшăвне стационарта кăна мар, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче, çавăн пекех телемедицина консультацийĕ урлă та кÿрет.
Февраль 2026 |
