«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ йĕркипе больницăна модернизацилени медицина тивĕçтерĕвĕсен пахалăхне те ÿстерчĕ, ăна хăвăртрах илме майсем туса пачĕ. 2025 çулта Хирпуçĕнче тата Вăрман Кипекре модульлĕ икĕ çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Çавалкасри фельдшерпа акушер пунктĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Вĕсем паянхи стандартсене туллин тивĕçтереççĕ, вăл шутра хевтесĕр çынсен нушине шута илнипе те.
ФАП-сенче çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарнă, вĕсем вырăнтах пахалăхлă пулăшу илме май параççĕ.
Тĕплĕ юсав хыççăн Калининăри участок больници, стационар пÿлĕмĕсем те çĕнелнĕ. Кунти медицина пулăшăвĕн спектрĕ анлă: пирвайхи тĕрĕслеврен пуçласа чир-чĕре асăрхаттарасси тата диспансер асăрхавĕ таранах.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Февраль 2026 |
