Округ архивĕн ĕçĕ регионăн историлле астăвăмне сыхласа хăварас, документсен управлăхне тивĕçтерес, кирлĕ информаципе пулăшас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Патшалăх органĕсен, тĕрлĕ организацисен тата уйрăм çынсен докуменчĕсене пуçтарни, систематизацилени - чăннипех те кирлĕ ĕç. Кунта кирлĕ цифрăсене, фактсене, тĕрлĕрен сведенисене тупма пулать.
Вăрнар муниципаллă округĕн архивĕ те фондсене тултарас, упрас ыйтупа тимлесе ĕçлет. Иртнĕ çулта та чылай ĕç пурнăçланă. Кун пирки муниципалитетăн архивĕн директорĕ Эльза ТРАКОВА каласа кăтартрĕ:
- 2025 çулта округра пурăнакансенчен, çавăн пекех Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿссе урăх регионсенче тĕпленнĕ çынсенчен 1732 запрос ?2024 çулта - 1464% килнĕ. Вĕсене граждансем хăйсем килсе ыйтнисĕр пуçне электронлă почтăпа, çавăн пекех Раççей Почти урлă çырупа та янă. Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр 2013 ыйтăва пурнăçлама май килчĕ. 2024 çулта 2025 ыйтăва уçăмлатма пулăшнăччĕ.
2024 çулхи апрельтен Раççей Социаллă фончĕ архивсемпе пĕрлехи централизациленĕ цифра платформи урлă ĕçлеме тытăнчĕ. Çапла электронлă майпа иртнĕ çул 917 запрос пулнă, 1050 ыйтăва пурнăçланă.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне архивра 288 фонд шутланать. Вĕсенчен 247-шĕ - яланхи управа илнĕ документсем, 41 фончĕ - уйрăм çынсем тĕлĕшпе.
Пĕтĕмпе архивра документсен 46878 управ единици ? 33789 единици - яланлăх управра, 13089-шĕ - уйрăм çынсем тĕлĕшпе шутланнă%. Пĕлтĕр ĕмĕрлĕх управа документсен 256 пуххи килнĕ. Çапла кăçалхи çулталăк пуçлăмăшĕ тĕлне вĕсен хисепĕ 47 пин те 134 управ единиципе танлашнă.
Документсен управлăхне ÿстерес тĕллевпе архив ĕçченĕсем 4810 документ пуххине картонланă. Пĕтĕмпе ку ĕçĕн 51 процентне пурнăçланă е 24004 управ единицине хытă хутпа çĕлесе тухнă.
2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне архивра 436 опись шутланать. Вĕсене йăлтах электронлă формăна куçарса Раççей архивĕсен информатизаци платформине вырнаçтармалла. Хальлĕхе 361 описе е 83 процентне куçарнă.
Çавăн пекех пĕлтĕр архив ĕçченĕсем кивĕ, çĕтĕлнĕ ĕçсене çĕлессине те тимлĕх уйăрнă.
Февраль 2026 |
