Производство калăпăшĕ ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:12 Просмотров: 12

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ иртнĕ çула та лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ 2025 çулта «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕ ÿсентăрансене хÿтĕлекен препаратсем кăларассине самай ÿстернĕ: хими тата биологилле продукцисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 21,4 млн литрпаŸкилогрампа танлашнă. Виçĕмçулхинчен 2,6 млн лŸкг ытларах.

Завод 134 тĕрлĕ препарат кăларать. Гербицидсем ытларах туянасси сыхланса юлнă. Уйрăмах «Торнадо 500» универсаллă гербицида кăмăллаççĕ. Ăна пĕлтĕр 3,8 млн литр туса кăларнă е продукцин çулталăкри пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 18 проценчĕ. Аграрисене препарат çумкурăкăн тата йывăç-тĕмĕн мĕнпур тĕсĕпе кĕрешме пулăшать.

- «Торнадо 500» - хамăр уйсенче усă куракан тĕп гербицидсенчен пĕри. Агрофирма тахçанах нуль технологине ĕçе кĕртнĕ. Çĕре эпир сухаламастпăр, вĕтетнĕ улăмпа хуплатпăр. Уйсене гербицидпа кĕркунне мĕнпур культурăна пуçтарса илнĕ хыççăн тата çуркунне акана тухиччен имçамлатпăр,- пĕлтерет, акă, «Санары» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Андрей Робертович Петров.

«Торнадо 500» препаратсăр пуçне завод культурăсем шăтсанах сапмалли «Корсар» гербицида та нумай кăларнă - 1,3 млн литр ытла. Çавăн пекех пучахлă çумкурăкпа кĕрешекен «Квикстеп» гербицида - 1 млн литр ытла.

Пĕлтĕр Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ çĕр ĕçченĕсем патне 21 млн литрŸкилограмм препарат ăсатнă. Продукцин пысăк пайне хамăр çĕршыври аграрлă регионсем туянаççĕ. Çавăн пекех ăна Казахстана, Беларусе, Армение, Молдовăна, Азербайджана, Узбекистана, Грузие, Монголие, Египета, Алжира, Туниса, Колумбие, Эквадора экспортланă.

Производство планĕсене анлăлатнине кура предприятире ĕçлекенсен шучĕ те ÿснĕ - 821 çынна çитнĕ. Вăтам шалу 23 процент хăпарнă - 104 пин тенкĕпе танлашнă.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика