Донецка - черетлĕ пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:12 Просмотров: 14

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче Донбасра пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ партине комплектларĕç. «Август» компани хăйĕн укçи-тенкипе вăрах вăхăт упранакан апат-çимĕç туяннă, çав шутра - аш-какай консервисем, кĕрпе макарон, пылак продуктсем, типĕтнĕ сĕт, тĕтĕмленĕ кăлпасси, сахăр, чей, кофе тата ытти те.

Предприяти ветеранĕсемпе пĕрле завод ĕçченĕсем те тăрăшрĕç, кашни курупкăна пĕр пек виçепе çимĕçсем хучĕç. Кашни набор 10 килограма яхăн таять. Фронт çывăхĕнчи районсенче пурăнакансем продуктсене тултарма пултарччăр тесе хастарсем курупкасене полиэтилен хутаçсем те хучĕç.

Çитес кунсенче заводăн икĕ фури Донецка тухса кайĕ. Гуманитари пулăшăвне хулари «Быть добру» фондри волонтерсене парĕç. Вĕсем апат-çимĕç енчен кăткăсрах тăрăхсене çитсе çынсене продуктсемпе тивĕçтерĕç.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика